09 ноября 2011 г.
50 çула çитнĕ Нил Кайри Хирлеп ялĕнче пурăнать. Ниçта та ĕçлемест, арăмĕнчен уйрăлнă. Алимент тÿлеменшĕн ăна судпа обязательнăй ĕçсене пурнăçласа татмалли йышăну тунă.
Çакна пĕлсе тăнă пулин те, 2010 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕчченхи тапхăрта Нил Г. алиментсене тÿлесе татма шутламан. Кун пирки суд приставĕсем ăна темиçе хутчен те асăрхаттарнă, анчах Нил вĕсем каланине хăлхана та чикмен. Паллах, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ хăйсен ачисене пăхса çитĕнтересси, вĕрентсе воспитани парасси пулса тăрать. Нил çакна «маннă» пулас. Алимент укçи унăн 81970 тенкĕ те 69 пус таранах пухăнса кайнă.
Кăçалхи августăн 24-мĕшĕнче Нил судра хăйĕн айăпне йышăнать, ăна обязательнăй йĕркепе ĕçлемелли тивĕçсене пурнăçлама Тени ял тăрăхне яраççĕ. Анчах вăл кунта хăйне япăх енчен çеç кăтартать, сăлтавсăрах ĕçе тухмасть.
Саккуна пăснăшăн Нила колони-поселение ăсатма тиврĕ.
В.СТЕПАНОВ,
уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан 23-мĕш инспекци начальникĕ, шалти ĕçсен службин подполковникĕ.