12 ноября 2011 г.
Шураçра яланхи йăлапа ял уявĕ ирттернĕ. Вырăнти культура çуртĕнче ватти те, вĕтти те пухăннă. Шураç ялĕн клуб заведующийĕ – Нина Петровна Тарасова – мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ.
«Хавас» вокал ансамблĕ хутшăннипе пĕрлех вăл «Сĕтел çинче – кĕр парнисем» курав йĕркеленĕ. Унта хĕл валли хатĕрленĕ çимĕçсемпе пахча çимĕçрен касса кăларнă япаласем халăха тĕлĕнтернĕ. Хăнасене ытларах чĕрĕ кăмпасенчен хатĕрленĕ «кăмпа уçланки» кăмăла кайнă. Унсăр пуçне ялти илемлĕ ал ĕçĕсем тăвакансен тата тĕрлĕ апат çимĕç пĕçерекенсен куравĕ халăха савăнтарнă.
Ял уявĕпе шураçсене Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Железнова тата Çĕмĕрлерен тăван ялне килнĕ Н. Егоров саламланă. Элĕк районĕнчи ветерансен халăх хорĕ концерта хăйсен çĕнĕ программипе уçнă. Уяв ячĕпе Кĕçĕн Тăван ялĕнчи культура ĕçченĕсем те саламланă. Хăнасен йышĕнче – Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ юнашар ялсенче пурăнакан хĕрарăмсем.
А.ПЕТРОВА.