12 ноября 2011 г.
Çемье вăл – ăшăпа çепĕçлĕх, юрату, шанăçпа тÿрĕ чунлăх вучахĕ. Килте-çуртра килĕшÿпе тăнăçлăх, ăнланулăхпа хисеп хуçаланаççĕ пулсан. Çакна Хурăнсурти Валериан Ксенофонтовичпа Алина Геннадьевна Гордеевсем яланах асра тытаççĕ. Вĕсем 1986 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче мăшăрланнă. Акă ĕнтĕ 25 çул çитрĕ унтанпа, телейлĕ мăшăрсем яланах пĕрле.
Валериан Ксенофонтович 1988 çултанпа паянхи кунчченех – Крымсарайккă ял тăрăхĕн муниципалитет служащийĕ. Ку ĕçре нумай çул тăрăшса ял-йышра вăл ырă ят çĕнсе илнĕ. Алина Геннадьевна – Элĕкри вăтам шкулăн тĕп бухгалтерĕ. Гордеевсен ывăлĕпе икĕ хĕрĕ ашшĕпе амăшĕ тăрăшнипе ырă та ĕçчен пулса, яваплăхпа чыслăха туйса ÿсеççĕ.
Мăшăрсем хăйсен шăпипе кăмăллă. Иккĕшĕ вĕсем пĕрне-пĕри тĕрĕсех тупнă, юратнă ĕç пур, ачисемшĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех тунă.
Г.ГЕННАДЬЕВ.