16 ноября 2011 г.
Эрех-сăра пуçа самаях минретет. Уйрăмах пĕчĕк виçе те çамрăка ăсран кăларать. Иртнĕ кĕçнерни кун, чÿк уйăхĕн вуннăмĕшĕнче, Элĕкри 21-ри Василийпе унран пĕр çул кĕçĕнрех шăллĕ Виталий Ф. кăмăлĕсене «çуттипе» çĕкленĕ. 1992 çулхи А. пĕлĕшĕ те вĕсенчен юлман темелле. Хĕр пуççăнах алла черкке тытнă. Кăштах вăхăт иртсен, «хаярри» пуса пуçласан, каччăсен пуçĕсенче ырă мар шухăш тĕвĕленнĕ. Пĕртăвансем каварланса çамрăк хĕре пусмăрланă. Унччен çар ĕç комиссариачĕ пулнă çуртăн пĕр хваттерĕнче А.-на мăшкăлланă. Вĕсене айăплă тесе палăртса постановлени кăларнă.
А.СТЕПАНОВ,
Етĕрнери районсем хушшинчи следстви
управленийĕн аслă следователĕ.