АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсем ĕçпе çирĕпленеççĕ

16 ноября 2011 г.

Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр.Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх продукчĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 775 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан – 120,4 процент.

Тĕш тырă пĕтĕмпе 19,3 пин тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 19,3 центнерпа танлашрĕ. «Новый путь» хуçалăхра тырă гектартан 27 центнер, «Звезда» хуçалăхра – 21,6, «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 21,5-шер центнер тухрĕ. Çĕр улми гектартан 175 центнер тухăç пачĕ, пĕтĕмпе 23 пин тонна пухса кĕртнĕ. Пахча çимĕçсене 95 гектар çинче туса илнĕ, вĕсен тухăçĕ – 300 центнер.

Январь-октябрь уйăхĕсенче, районĕпе илсен, сĕт 3528,3 тонна туса илнĕ, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 97,5 процент. Сĕт сăвасси «Звезда», Ульянов ячĕллĕ, «Алмаз» хуçалăхсенче палăрмаллах ÿснĕ. Çав хушăрах «Правда», «Витязь», «Родник» хуçалăхсен кăтартăвĕсем чакнă.

Иртнĕ тăхăр уйăхра аш-какай 2528,2 тонна (99,1 тонна) туса илнĕ. Ку енĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче «Новый путь» хуçалăх малти шутланать. Кунта январь-сентябрь уйăхĕсенче кăна 241,2 тонна аш-какай – мĕнпур ял хуçалăх предприятийĕсен 68,8 процентне туса илнĕ.

Мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварнă. Ĕне выльăхсем пурĕ 11364 пуç (101,5 процент), ĕнесем – 6091 (103,9 процент), сыснасем 3952 пуç (75,8 процент). «Новый путь» хуçалăх ăратлă çурасене 37 пуç сутнă.

Юлашки виçĕ çулта малтан усă курман лаптăксене 8648 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, çав шутран 2010 çулта – 4005 гектар. Ку енĕпе «Новый путь» (922 гектар), «Правда» (86 гектар) хуçалăхсем лайăхрах ĕçленĕ. Паянхи куна илсен, ахаль выртакан çĕрсене 2702 гектар сухаласа çемçетнĕ. Лаптăксене ĕçе кĕртнĕ чухнехи тăкаксене саплаштарма район бюджетĕнчен 1,1 миллион тенкĕлĕх ытла субсиди панă.

Кĕр тыррисене планпа палăртнă 4200 гектар вырăнне 2560 гектар (61 процент) акнă. «Новый путь», «Алмаз», «Звезда» хуçалăхсем кĕр аки енĕпе уйрăмах лайăх ĕçленĕ.

Агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене патшалăх енĕпе пулăшса, хуçалăхсене тĕрлĕ шайри бюджетсенчен тавăрса памалла мар 50,3 миллион тенкĕ панă, çав шутран федераллă бюджетран 30 миллион, республика бюджетĕнчен 19,1 миллион тенкĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче 341 çын вăй хурать. Вĕсен вăтам шалăвĕ 7274 тенкĕпе танлашрĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан – 125,1 процент. «Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçийĕ 8257 тенкĕ, «Звезда» хуçалăх ĕçченĕсен 7530 тенке çитрĕ.

Анатолий ПРОХОРОВ,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика