16 ноября 2011 г.
Çĕнĕ çултан, январĕн 1-мĕшĕнчен, 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕ çинчен» указ вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçейменнисен те (маларах – тивĕçнисен кăна) хисеплĕ ят илме ирĕк пур. Вĕсем – республика территорийĕнче пурăнакан 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсем тата ĕç стажĕ 45 çултан кая мар пухăннă арçынсем.
Хисеплĕ ята çакна тивĕçлĕ çын вырăнти социаллă хÿтлĕх уйрăмне заявлени тăратсан параççĕ. Унччен вара нумай çул ĕçленине çирĕплетекен мĕн пур документа (ĕç кĕнеки, архивран илнĕ справка, çар билечĕ...), çавăн пекех паспортпа унăн копине, пенсионер удостоверенине, сăн ÿкерчĕкĕре (3x4 см) хатĕрлесе хуни пăсмĕ. Сăмах май, пенсие тухнă хыççăн ĕçленĕ пулсан вăл çулсене те ĕç стажне кĕртеççĕ.