АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуринпе те калаçма хавас

19 ноября 2011 г.

Е. Александрова Юнтапари вăтам шкулта аслă вожатăйра ĕçлет. Хăй вăл хамăрпа кÿршĕллĕ Красноармейски районĕнчи Йĕпрем ялĕнчи нумай йышлă çемьере çуралса ÿснĕ.

Педагогика «отраслĕнче» Елена Александровна – паллă çын. Ара, 5 шкулта ĕçлесе самай опыт пухнă вĕт-ха вăл, çывăх çыннисем хушшинче – вуншар ĕçтешĕ тата çĕршер вĕренекенĕ.

Илемлĕ, кăмăллă, пуринпе те калаçма хавас... Кун çумне татах та татах хушса калама пулать. Чи малти вырăнта вара – ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни. 2003 çултанпа Елена Александровна – Юнтапа шкулĕнчи пуçламăш классен вĕрентекенĕ. Хăйĕн çăмăл мар тивĕçне чунтан парăнса пурнăçлать вăл. Çавăнпа хисеплеççĕ те ăна ĕçтешĕсем, юратаççĕ вĕренекенĕсем, ырă сунаççĕ ашшĕ-амăшĕсем.

З.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика