19 ноября 2011 г.
Вут-хĕмĕн алли вăрăм тесе ахальтен каламаççĕ.
Иртнĕ эрнере Тавăт ялĕнче икĕ хутлă кивĕ çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Инкек каçхи ултă сехетре сиксе тухнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çулăма сÿнтерессишĕн нумай вăхăт тăрăшнă. Çунăк ишĕлчĕкĕсенче çăлавçăсем икĕ çыннăн кĕлетке пайĕсене тупнă. Кусем – çав çуртрах пĕр хваттерĕнче пурăннă Яковлевсем. Ашшĕпе ывăлĕ пулнă вĕсем. Ял-йыш каланă тăрăх, пушар тухнă вăхăтра иккĕшĕ те килте хĕрĕнкĕрех пулнă.
Ку эрнере вара тата тепĕр инкек сиксе тухнă. Хальхинче Хирлеппуç ялĕнчи Захаровсен лаçпа çуллахи пĕчĕк пÿрте «хĕрлĕ автан» çавăрса илнĕ. Пушара ытти хуралтăсем çине куçма паман, вăхăтра сÿнтернĕ. Инкек кăнтăрла икĕ сехет иртсен килсе тухнă.
А.КАЛИТОВ,
пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.