АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех çыншăн

19 ноября 2011 г.

Йăлана кĕнĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуковпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев Элĕк ял тăрăхĕнче пулнă. Чи малтанах вĕсем «Чăваш энерго» «МРСК ВОЛГА» уçă акционерлă обществăн районти уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуков Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне 2012 çул валли янă Çырупа тĕплĕн паллаштарнă. Çырура республикăри лару-тăрăва тĕрĕс хак панă, малашнехи аталану çулĕсене палăртнă.Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев районăн социаллă пурнăçĕпе экономики еплерех аталанса пынипе паллаштарнă, ял тăрăхĕсенче çĕнĕ стройкăсем туни, тирпей-илем кĕртни çинчен каласа панă, малашлăх пысăк тĕллевсемпе çыхăннине палăртнă.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Ефремов хăйсен территорийĕнче ку таранччен туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Тĕл пулăва пынисем çивĕч ыйтусене хускатнă: çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парасси тата ытти те. В.П.Мидуковпа Л.А.Читнаев кашни ыйтăва тĕплĕн хуравланă.

Кун хыççăн информаци ушкăнĕ выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине çитнĕ. ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май, вĕсем Президент паянхи экономикăна хакланине, тăван республикăн пурнăçне туллин уçса панине палăртнă. Çырури тĕп тĕллев пĕтĕмпех çын валли, пĕтĕмпех çыншăн пулни паллă.

Малалла информаци ушкăнĕ Элĕкри 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача-пăча садĕнче пулнă, кун йĕркинчи ыйтупа калаçу ирттернĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика