АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăх – пысăк тухăç

19 ноября 2011 г.

Пысăк тухăç паха вăрлăхран килет. Районти чылай хуçалăхсем çавна кĕр акинче те асра тытса ĕçлерĕç. Ырашпа кĕрхи тулăна, тĕпрен илсен, лайăх вăрлăхпа акса хăварчĕç.

«Новый путь» хуçалăхра, акă, кĕр акине 500 гектар çинче ирттерчĕç. Хĕрÿ тапхăрта паха сортсемпе кăна усă курчĕç. «Московская-39» кĕрхи тулăна 287 гектар, «Водолей» сорта 90 гектар акса хăварчĕç. «Звезда», «Колос», «Алмаз» хуçалăхсенче те ыраш, кĕрхи тулă ытларах аксан тырри те, улăмĕ те тулăх пулать тенине тĕпе хурса ĕçлерĕç, кĕрхи культурăсене пысăк лаптăксем çине акса хăварчĕç.

Шел пулин те, кăçалхи çанталăк условийĕсем япăх килнĕрен район кĕр тыррисене акмалли плана пурнăçлаймарĕ, 4200 гектар вырăнне 2560 гектар çине кăна акса хăварнă.

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç пулин те лăпланмалли çук-ха. Çитес çулхи тухăçшăн вăй хумалла. Çуртрисен вăрлăхĕсене аласа тасатассипе ĕçлемелле. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, вăрлăх планпа палăртнă чухлех 18310 центнер хывса хăварнă. Ку вăрлăх пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр тухрĕ. Анчах та кондицилли 2752 центнер (15 процент) кăна пулни палăрчĕ.

«Правда» хуçалăх паха вăрлăх хатĕрлессипе уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта вăрлăх ытлашшипех хывса хăварнă, 1890 центнертан 1520 центнерĕ кондициллĕ. Ытти хуçалăхсенче акма юрăхлă тырă сахалтарах-ха. Апла пулсан пур çĕрте те вăрлăха алассине йĕркелемелле.

Нумай хуçалăхсенче пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем çукпа пĕрех. Кивелсе кайнă тырра акнипе пысăк тухăç илеймĕн. Çавăнпа та вăрлăха улăштарса илесси пирки те халех шухăшламалла. Тĕрĕсленĕ 18310 центнертан пĕрремĕш-тăваттăмĕш репродукциллисем 11228 центнер кăна пулни курăнчĕ. Элита вăрлăх вара пĕтĕмпе те 900 центнер кăна. «Правда» хуçалăхра çĕнĕ «Иргина», «Эстер», «Свеча» çурхи тулă сорчĕсем пур. С.Кононов хресчен-фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш репродукциллĕ «Нур» урпа туянчĕ. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕ те «Красноуфимская-100» çурхи тулă янтăларĕ.

Л.АНДРЕЕВА,

РФ ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика