19 ноября 2011 г.
2011 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурĕ 1450 авари регистрациленĕ. 211 çын вилнĕ тата 1863 çын аманнă. Аварилле ситуаци республикăра йывăр. Çул çинче пулса иртекен инкексем экономикăлла тата социаллă çухату çеç мар, мĕн чухлĕ çын сывлăхне сиен кÿреççĕ.
Çавăнпа та кашни çулах чÿк уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕ – Пĕтĕм тĕнчери аварисенче вилнисене асăнмалли кун.
Кăçал вăл чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулать. Çавна май тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттерме палăртнă.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропагада енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.