АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕккисем пултарулăха уçрĕç

23 ноября 2011 г.

Сивĕ хĕл кунĕсем те çаврăнса çитрĕç. Шурă юр уйсемпе хирсене, пĕтĕм тавралăха хăй ытамне илчĕ. Шăпах çак кунсенче килчĕ те ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кунĕ. Çав ятпа Кĕçĕн Тăванти тĕслĕх библиотекинче культура ĕçченĕсем шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ялти ачисемпе ашшĕ-амăшĕсене чĕннĕ. Пурĕ икĕ çемье хутшăнчĕç, ыттисем сивĕ çанталăка пула мероприятие килсе çитеймерĕç. Светлана Архипова хăйĕн виççĕмĕш ачипе, çулталăкран çеç иртнĕ Ксюшăпа, тата Михайловсен пĕчĕк Сашукпа кĕçĕн класра вĕренекен ывăлĕ конкурссенче пултарулăхпа палăрчĕç. Тĕрлĕ вăйăсем иртрĕç, интереслĕ ыйтусем çине хуравларĕç.

Культура ĕçченĕсем малашнехи тĕллевсене палăртрĕç тата ашшĕ-амăшĕ панă сĕнÿ-канашсене пăхса тухрĕç. Юлашкинчен пурте чей ĕçме çавра сĕтел йĕри-тавра вырнаçрĕç. Уява пухăннă ачасене ертÿçĕсем парнесем парса хавхалантарчĕç.

А.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика