АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç тутине ачаллах тутантăм

23 ноября 2011 г.

– Ачам, сывă та чĕрĕ пул, ĕçрен ан хăра, – тесе пиллерĕм тетчĕ мана анне.

Ку сăмахсем пурнăçа кĕчĕç тесе шутлатăп. Çав пил тĕп тĕллев пулса тăнă та маншăн. Ĕмĕте пурнăçлакансем телейлĕ, теççĕ. Хама пит телейлех тесе шутламастăп та, анчах та ĕçрен нихăçан та хăраман эпĕ. Çитмен пурнăçĕ вара пайтах нуша кÿчĕ. Атте иртерех çĕре кĕнĕ. Анне, аппасем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесен те малаллах кайман пирĕн çемье. Çиме çăкăрĕ çитсе пыман, тăхăнма çи-пуçĕ пулман. Çапла пурнăç тутине ачаллах тутантăм. Çемьене манăн пулăшу кирлине чун-чĕрепе туйса тăраттăм. Çăкăр çимелĕх те пулин ĕçлесе илес тесе фермăна вырнаçрăм.

Ун чухне вун тăваттăра кăна пулнă-ха эпĕ. Аслă юлташсем хирĕçлеменшĕн чунтанах хĕпĕртенĕ. Çапла ял пуçĕнчи ферма çулне ирĕн-каçăн такăрлататтăм. Условийĕсем вара питех те йывăрччĕ. Йăлтах алă вăйĕпе пурнăçлама тиветчĕ. Çапах тăрмашнă эпĕ, ыттисенчен юлас темен. Çулсем иртнĕ май, кĕлетке-çурăм çирĕпленчĕ, ĕçри ăсталăх та ÿсрĕ.

Çапла вара ÿсĕмсем те тума тытăнтăм. Киров ячĕллĕ колхозри дояркăсен ăмăртăвĕнче манăн Викторова хушамат палăрма пуçларĕ. Кĕçех чи мала та тухрăм. Çавнашкал – нумай çул. Хам ĕмĕрте мĕн чухлĕ сĕт сунă-ши; Вăтăр çул ытла тапхăрта пĕр цистернăна çитернех пулĕ.

Дояркăранах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Хыççăн та ахаль пурăнман. Сыснасем ĕрчетекен районти «Спутник» комплекса чĕнсе илнĕччĕ. Шаннă пулсан епле хирĕçлĕн-ха. Пĕр вăхăт çавăнта тăрăшсах ĕçлерĕм. «Нива» хуçалăх юхăнса пынă вăхăтра Тукачри сысна ферминче те кирлĕ пултăм. Кунта та чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартрăм.

Килте чухне те канса пурăнма пĕлмерĕм. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран вĕсемпех аппаланнă.

Мария ВИКТОРОВА,

Асамат ялĕ, ĕç ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика