АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннене суйламаççĕ

23 ноября 2011 г.

Пĕчĕк чĕлхипе «чĕвĕлтетекен» шăпăрлан кашнинех илĕртет. Пилĕк-ултă уйăхри пепке çывăх çыннисене сасран та, сăнран та уйăрать, хăйĕн йăл куллине парнелет.

Элĕк салинче пурăнакан Алинăн чĕрине пилĕк уйăхри Юля ăшăтайман. 1992 çулта Казахстанра çуралнă хĕр. Пилĕк çулта чухне ашшĕ-амăшĕпе Шĕмшеш тăрăхне куçса килнĕ. Унта тĕпленнĕ. Темиçе çул каялла Марковсен кил-çурчĕ вутпа кĕлленсен вырăнти ял тăрăхĕ Элĕкре, унччен çар ĕç комиссариачĕн çурчĕ пулнă вырăнта пĕр пÿлĕмпе тивĕçтернĕ. Пĕр пĕчĕкрех пÿлĕмре хĕсĕнсе пурăннă çемье. Ашшĕ те, амăшĕ те ниçта та ĕçлемен. Унта-кунта тупăнкаланă вăхăтлăх «шалупа» пурнăçа саплаштарнă.

Хĕр хăвăртах «пиçсе» çитнĕ. Вун саккăрта хăй йывăр çын пулнине сиснĕ-ха Алина. Анчах та кун çинчен никама та пĕлтерме васкаман, учета та тăман, тухтăрсем патĕнче те пулман. Ашшĕ-амăшĕ те хĕрĕн пурнăçĕпе кăсăкланман тейĕн, унпа пулса иртекен улшăнусене асăрхаман.

– Варти пепке самаях аталансан çеç тухтăрсен куçĕ тĕлне пулнă 18-ти хĕр. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн хырăм пăрахма кая юлнине палăртнă. Çак утăм пулас амăшĕн пурнăçĕ умне хăрушлăх, сывлăхне пысăк сиен кÿме пултарассине палăртса çуратма ирĕк панă медицина ĕçченĕсем. Хăйсем çине тăнипе, ача аталанăвне тĕрĕсленĕ, – лару-тăрупа паллаштарчĕ опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ.

Юля 2011 çулхи утă уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче кун çути курнă. Пĕчĕк пепкепе амăшĕ хушшинче пĕрремĕш кунранах çыхăну çирĕпленмен. 19-ти амăшĕ шăпăрлан çине сахал тимлĕх уйăрнине ача çуратмалли çуртрах сиснĕ. Тухтăрсен асăрхаттарăвĕсене хăлхана та чикмен. Ачана киле илсе тухсан та улшăнман.

– Юля амăшĕпе икĕ-виçĕ кунран ытла пурăнман. Унччен те сăнавра тăнă çемьене тĕрĕслевпе кайсан лару-тăру палăрмаллах çивĕч пулни курăнчĕ. Пĕчĕк çеç пÿлĕмре те хăтлăх çук. Алинăн ашшĕ туберкулезпа чирленĕрен Юльăна утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче район больницине вырнаçтартăмăр, – пĕлтерчĕ Ирина Ильина.

Çакăн пек йышăну тума тепĕр сăлтав та пулнă. Алина хăй те психика тĕлĕшĕнчен хавшакран тухтăрсем патĕнче сăнавра шутланнă. Çамрăк хĕрарăм хăвăртах тарăхса кайма пултарнă, ачине сиен кÿрес хăрушлăх тухса тăнă.

Чÿк уйăхĕнче Алина Маркована амăшĕн правинчен хăтарнине палăртса йышăну кăларнă. Пĕчĕк Юльăна вара Улатăрти интернат-çурта вырнаçтарма тивнĕ.

Э.ВАНЮШИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика