АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекере - шкул историйĕ

26 ноября 2011 г.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Лев Ефимов тата Евгений Ефимов преподаватель «Становление и развитие Чувашско-Сорминской школы Аликовского района Чувашской Республики (1861-2011 г.г.)» кĕнеке-монографи кăларнă.

Авторсем архивсенчи документсемпе, кунта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ тата вĕрентекенсен асаилĕвĕсемпе усă курнă. Ку шкулта ачасене вĕрентнĕ Вячеслав Михайловпа Авраам Бурундуков «Чăваш Сурăм шкулĕн мухтав юррине» хайланă. Шкулăн пуçламăш тапхăрти (1861-1917 çулсем) статйисене вулама питех те интереслĕ. Авторсем чиркÿ прихучĕн шкулне уçни, земство училищин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ.

Тепĕр сыпăкра шкул 1918-1930-мĕш çулсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерессипе мĕнле ĕçленине уçса панă. Çичĕ çуллăх шкулăн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи пурнăçне уйрăм статьяра çырса кăтартнă.

В.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика