АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр чикки мĕнле пулмалла;

30 ноября 2011 г.

Хăш-пĕр кÿршĕсем хăйсен хуçалăхĕсенчи çуртсен хушшинчи чикĕсем пирки тавлашупа хирĕçÿ пуçарнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çуртсене епле вырнаçтармалли çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Н.Куликов ăнлантарса пама кăмăл турĕ.

«Хула строительстви. Чăваш Республикинчи хула округĕсемпе ялсене планласа çурт-йĕр лартасси» хула строительствине проектланин республикăри нормативĕн 2.2.55 пункчĕсемпе килĕшÿллĕн (ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнчи постановленийĕпе çирĕплетнĕ), кÿршĕри хваттер çумĕнчи участок чикки санитарипе йăла условийĕсем тата вут-кăвартан сыхланас енĕпе кил вырăнĕнчен, пĕрре, икĕ хваттерлĕ çуртран 3 метртан; выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усрамалли çуртсенчен – 4; ытти çуртсенчен (мунча, автостоянка тата ытти те) – 1; çÿллĕ ÿснĕ йывăçсенчен – 4; вăтам çÿллĕшлĕ йывăçсенчен – 2; тĕмсенчен 1 метртан кая пулмалла мар.

Территорири усадьбăри, пĕрре, икĕ хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсен чÿречисенчен юнашар çурт стенисен, хуçалăхри çуртсен хушши 6 метртан кая ан пултăр.

Çÿлте асăннă нормативăн 8.3.3 пункчĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли, обществăлла, промышленность, предприятисен, администраципе йăла çурчĕсен пушара хирĕçле чиккин хушши 6 метртан кая пулас çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика