АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем хушшинче çÿреме пултараççĕ

30 ноября 2011 г.

Тĕрĕссипе каласан, ют планетăрисемпе çын хушшинче нимĕнле уйрăмлăх çук тесен те юрать. Мĕншĕн тесен, генетика тĕлĕшĕнчен илсен, Çĕр çинче ытти çынсен расисем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем пире çынсем пек курăнса суеçтерме те пултараççĕ. Çавăнпа та пирĕн пурин те ытти çăлтăрсен системинчи генăсем пур.

Енчен те ют планетăрисем çынсемпе юнашар утса çÿренĕ пулсан (хăшĕсем çавăн пекех тăваççĕ), эпир вĕсене тупса палăртаймастăмăрччĕ. Унсăр пуçне хăш-пĕр расăсем çын сăнлĕ маскăсемпе те хамăр хушăра çÿреме пултараççĕ.

Ютрисен сакăрвунă проценчĕ ырă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ, хăшĕсем чăннипе те çынсене пулăшма пултараççĕ, 20 проценчĕ вара – усал, хытă кăмăллă, чунсăр. Усал та мар, ырă кăмăллă маррисем те пур. Кусем – ученăйсем. Вĕсем çын пурнăçĕнче усал тума шутламаççĕ, ăнланма та пултараççĕ. Наукăшăн вĕсем çынна пăтратма пултараççĕ. Ун çинчен пĕлме тăрăшаççĕ. (Анчах çынна вăрласа илсе каясси – урăх вăхăтри урăх тема).

Ют планетăрисенчен хăшĕсем 3Д тата 4Д областьсенче вибро парса çÿреççĕ. Çавăнпа вĕсем çынна курăнма пултараççĕ те. Лайăххисем, юратура çÿрекеннисем 5Д, 6Д тата 7Д облаçсенче пурăнаççĕ, çынсем вĕсене курма та, курмасан та пултараççĕ. Çĕршыври хăш-пĕр ертÿçĕсем çине ют планетăри усал вăйсем витĕм кÿреççĕ, вĕсем влаçа хăйсем майлă çавăрасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика