02 декабря 2011 г.
Кăçалхи вырмара водительсем тăрăшса ĕçлерĕç. Виççĕн экономика ăмăртăвĕнче мала тухрĕç.
Валерий Александрович Васильев – «Новый путь» хуçалăх водителĕ, «Камаз» автомашинăпа комбайнсем патĕнчен 1800 тонна тырă турттарса, районта пĕрремĕш вырăна тухнă.
«Звезда» хуçалăх водителĕ Валерий Петрович Алексеев та лайăх ĕçленĕ, ГАЗ-53 автомашинăпа комбайнсем патĕнчен 909 тонна тырă турттарма пултарнă, районта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Владимир Герасимович Мошков «Правда» обществăра водительте ĕçлет. Арçын ĕçре хастарлăх кăтартать, ЗИЛ-554 автомашинăпа комбайнсем патĕнчен 1010 тонна тырă турттарнă, виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.