АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра курса тĕлĕнмелли нумай

02 декабря 2011 г.

Элĕк районĕнче культура пулăмĕсен марафонĕ малалла пынă май районти литературăпа краеведени музейĕнче «Тĕнчен пултарулăх пăнчи» ятпа курав уçăлчĕ.Музей директорĕ Ольга Алексеева Чăваш Республикин Президенчĕн грантне выляса илнĕ проектсем пирки каласа пачĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕн преподавателĕ, Раççей художникĕсен союзĕн членĕ Светлана Гайнутдинова ку проект пурнăçа мĕнле кĕни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Джалил Гайнутдинов музея «Пысăк Атăл» каталог парнелерĕ. Курав авторĕ Мария Стрекоз хăйĕн ĕçĕсем çинче туллин чарăнса тăчĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕн студентки. Диплом ĕçне хатĕрленнĕ май çĕнĕлĕх кăтартасси çине тимлĕх уйăрнă. Фото ĕçĕпе интересленнĕ май компьютер графикипе ятарлă эффектсем тума пуçланă. Темăна уçма тĕрлĕ вариантсемпе усă курассине пурнăçа кĕртнĕ. Геннадий Айхи сăввисемпе фотоколлаж йĕркеленĕ.

Музейри курав хăйне евĕрлĕ. Вăл куракансемшĕн интереслĕ пуласса шанас килет.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика