АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансене – тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ

02 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин юстици министрне Н.В.Прокопьевăна тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси пирки каласа пама ыйтрăмăр.– Надежда Викторовна, хальхи вăхăтра юридици пулăшăвне тÿлевсĕр парасси – актуаллă ыйту. Чăваш Енре пурăнакансем мĕнле юридици пулăшăвне тÿлевсĕр илме пултараççĕ-ха;

– Çапла, чăннипех те ку ыйту актуаллă. Тÿлевсĕр пулăшу илесшĕннисем тăтăшах пур çĕрте те тĕл пулаççĕ. Тĕрĕссипе кунашкал сфера çук та темелле, юристăн кăна мар, кашни çыннăнах вăл е ку право нормисене пĕлмелле кăна мар, вĕсемпе кирлĕ пек усă та курмалла.

Граждансене юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси йывăр условисенче пурăнакан, пĕчĕк тупăшлă граждансен социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсем енĕпе патшалăх задачисене татса панă çĕрте уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Республикин территорийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе Раççей Федерацийĕн патшалăх влаçĕн органĕсен территорири органĕсем ĕçлеççĕ, хăйсен ĕçĕн çул- йĕрĕ енĕпе – Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем, адвокатсен, нотариуссен профессиллĕ юридици пĕрлешĕвĕсем, çавăн пекех юридици кадрĕсем хатĕрлекен аслă професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен юридици клиникисем, юристсен обществăлла пĕрлешĕвĕсем, правăна хÿтĕлекен организацисем.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли тĕп формăсем – консультацисем, документсен, тавăç заявленийĕсен проекчĕсене хатĕрлесси, граждансен интересĕсене гражданла тата уголовлă суд производствине тăратасси. Халăхăн право пĕлĕвĕсене çавра сĕтелсем, право сехечĕсем, муниципаллă районсен тата хула округĕсен çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем ирттернипе те ÿстереççĕ.

– Надежда Викторовна, адвокатсем мĕнле категорири çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ панине ăнлантарса парăр-ха.

– «Раççей Федерацийĕн адвокачĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тата адвокатури çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн адвокатсем социаллă хÿтлĕхсĕр çынсене – пĕчĕк тупăш илекен граждансене, алимент шыраса илессипе, тăрантаракан вилнипе, инкек тÿснипе, ĕçре сусăрланса сывлăха хавшатнине саплаштарассипе ĕç пуçарнисене тÿлевсĕр пулăшу параççĕ. Ку çăмăллăхпа вăрçă ветеранĕсем, политикăлла репрессие пула инкек тÿснисем, пенсионерсем, асăрхаса тăманнин тата право йĕркисене пăснин профилактикин тытăмĕн учрежденийĕсенчи çула çитменнисем усă кураççĕ.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ памалли граждансен правине анлăрах реализацилес тĕллевпе 2006 çулхи октябрьтенпе Чăваш Республикин адвокатсен палати çумĕнче «Правовая среда» обществăлла йышăну (приемная) туса хунă. Унти опытлă адвокатсем тÿлевсĕр консультаци параççĕ, граждансене валли право докуменчĕсен проекчĕсене хатĕрлеççĕ, вĕсене суда тăратассипе ĕçлеççĕ.

– Тÿлевсĕр пулăшу илме адвоката мĕнле документсем тăратмалла-ха;

– Çумра паспорт тата унăн копийĕ е Раççей Федерацийĕн гражданствине çирĕплетекен урăх документ пулмалла. Çавăн пекех çемье е пĕччен çын тупăш сахал илнине регистрацилени çинчен справка кирлĕ. Ăна халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен органсенче илмелле. Унсăр пуçне гражданин статусне çирĕплетекен документсем те пулмалла. Сăмахран, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен тивĕçлĕ удостоверени тăратмалла; политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен – реабилитацилени çинчен справка; çула çитменнисен пăхса тăманнин тата право йĕркисене пăснин профилактикин тытăмĕнчи учреждени справки кирлĕ.

– Чăваш Республикин территорийĕнче е Шупашкарта урăх ăçта тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пулать;

– Граждансене консультаци, информаци тĕп федераллă инспекторăн обществăлла приемнăйĕнче те параççĕ (адресĕ: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 33-мĕш çурт, тел. 62-67-02).

Хăйĕн полномочийĕсемпе килĕшÿллĕн нотариат та граждансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлет. Чăваш Республикин нотариаллă палати обществăлла приемнăй йĕркеленĕ. Унта нотариуссем нотариальнăй ĕçсен ыйтăвĕсемпе консультаци параççĕ. Обществăлла приемнăй çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 3-мĕш çурт, тел. 62-28-64. Çынсем пĕрлехи информаци кунĕсенче те хурав илме пултараççĕ.

– Надежда Викторовна, граждансем Чăваш Республикин юстици министерствинче юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ-и;

– Çапла, ун пирки каларăмăр ĕнтĕ, пултараççĕ. Граждансем министерствăна çырса (электронлă документ формипе), телефонпа çыхăнса, çавăн пекех эпĕ е министерствăн кирек хăш сотрудникĕ йышăннă вăхăтра та юридици пулăшăвĕ илме май пур.

– 2011 çулхи июньте Патшалăх Думине «Раççей Федерацийĕнче юридици пулăшăвне тÿлевсĕр парасси çинчен» федераллă саккун проектне тăратнăччĕ. Унта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ-и;

– Унта тÿлевсĕр квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ парассипе РФ гражданĕсен правин тĕп гарантийĕсене туса хума пăхса хăварнă. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн патшалăхăн тата патшалăхăн мар тытăмĕсене тума палăртнă. Регионти органсене патшалăх юридици бюроне тума тата адвокатсене килĕшÿсене тĕпе хурса явăçтарма право парасшăн. Патшалăх тытăмĕнче тÿлевсĕр пулăшăва хăçан илмеллине палăртма планлаççĕ. Сăмахран, коммуналлă пулăшу илекенсен прависене хÿтĕлесси, ашшĕлĕхне (амăшлĕхне) туса хурасси, алиментсене шыраса илни, ĕçе тепĕр хут вырнаçтарасси тата ытти те. Çавнашкал пулăшăва илме пултаракан граждансен категорийĕсене палăртма планлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика