07 декабря 2011 г.
Тури Вылă ялĕнчи Николай Ермаков хресчен-фермер сĕт туса илессипе ĕçлет. Иртнĕ вунă уйăхра кăна пурĕ 57,6 тонна сĕт сунă. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 110, 1 процент. Ĕнесен продуктивлăхĕ ÿссе пыни те курăнать. Кашни ĕне 3600 килограмм сĕт антарнă.
Çĕнĕлле ĕçлекен килти хуçалăх ертÿçи хĕле тĕплĕ хатĕрленнĕ. Выльăх апачĕ тулăх хатĕрленĕ. Рациона утă-улăм кăна мар, ытти тутлăхлă апатсем те кĕртнĕ. Витисенче те ĕне выльăхсене пăхса усрама условисем лайăх.
Хресчен-фермер çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлессе шанать.
Н.ИГНАТЬЕВА,
район администрацийĕн специалисчĕ.