АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пултарулăх çăл куçĕсем

07 декабря 2011 г.

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ачасен «Пултарулăх çăл куçĕ» поэзи фестивалĕ иртнĕ. Программăн пĕрремĕш пайĕнче виçĕ номинаципе конкурссем пулнă. Ачасен пултарулăхне жюри тĕрлĕ виçесемпе хакланă. Пирвайхи конкурса 11 шкулти 11 вĕренекен хутшăннă, кунта Йăлкăш шкулĕнчи 5-мĕш класри Евгений Свистков çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тавăт шкулĕнчи 8-мĕш класри Анастасия Куликовăпа Чăваш Сурăм шкулĕнчи 5-мĕш класри Оля Егорова.

«Чăваш авторĕсен хайлавĕсене илемлĕ вуласси» конкурсра Чăваш Сурăмĕнчи 11-мĕш класри Оля Соловьева çĕнтернĕ, Питĕшкасси тата Элĕк шкулĕсенчи Марина Никоноровăпа Екатерина Никитина – призерсем.

Виççĕмĕш конкурсра Вутлан шкулĕнчи Ольга Ильина хăй хайланă сăвва питех те хавхаланса вуласа панă. Мăн Ямаш тата Элĕк шкулĕсенчи Ирина Максимовăпа Татьяна Рожкова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика