АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн урамра

07 декабря 2011 г.

Ураскилт ялĕнчи Октябрьски урамра çынсем йышлăн пурăнатчĕç. Эпĕ те çавăнтах çуралнă, каччă шутне кĕнĕ, авланса çемьеллĕ те пултăм.

Урамра çирĕм виçĕ килччĕ. Кашнинчех пÿрт тулли çынччĕ. Егор Васянка килĕнче, сăмахран, вун пĕрĕн пурăнатчĕç, ирсерен шкула тăрăх ача утатчĕç. Пирĕн урамра Аркадий Максимов ырăпа палăратчĕ.

Тăрăшса вĕренчĕ вăл, кĕнеке нумай вулатчĕ. Аслă пĕлÿ илчĕ, Ураскилт шкулĕнче ачасене нумай çул вĕрентрĕ. Унăн шăллĕ Владимир та ятлă çын пулчĕ. Максимовсен кÿрши Аркадий Андреев – çар çынни. Германи çĕр-шывĕнче вунă çул службăра тăчĕ. Ăна Етĕрнере çар комиссарĕ пулма та шанчĕç. Аркадий Филиппова асăнмасăр епле иртĕн тата; Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер Элĕк райкомĕнче ĕçлерĕ, «Молния» хуçалăхра та яваплă участоксенче вăй хучĕ. Гаврил Калмыков колхоз, ял Совечĕн председателĕ пулчĕ, хуçалăх заведующийĕнче тимлерĕ.

Анатолий Козлов та Ураскилт тăрăхĕнче кăна мар, район шайĕнче те лайăххипе кăна палăрчĕ. Вăл тĕп агрономра ĕçленĕ чухне ураскилтсем тырă тухăçне палăрмаллах ÿстерчĕç. Анатолий Степанович пĕр вăхăт колхоз тилхепине те тытса пычĕ.

Пирĕн урамра паллă механизатор Геннадий Михайлов та пурăнать. Вăл тракторпа кăна мар, комбайнпа та нумай çул тимлерĕ.

Эпир, пĕр урамрисем, килĕштерсе те туслă пурăннă. Халĕ те çаплах. Анчах та юлашки вăхăтра пирĕн урам ватăлни яр уççăнах палăрать. Пилĕк килте каçсерен çутă çунма пăрахрĕ.

Ваттисем пурнăçран уйрăлсах пыраççĕ. Çамрăксем вара ытларахăшĕ хулана çул тытаççĕ.

Ливерий ФЕДОРОВ, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика