14 декабря 2011 г.
Анат Татмăшри Никифоровсем çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Вĕсем тĕлĕнмелле ĕçчен те тирпейлĕ çынсем. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та кирлĕ техника алă айĕнче: машина, тракторĕ, утă çулмалли хатĕрĕ... Геннадийпе Галина Никифоровсем икĕ ывăлне мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем те йывăрлăхран хăрамаççĕ, хăйсен ĕç-хĕлне тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ.
– Ялта пурăнса çакна лайăх ăнлантăм: пурăнакан вырăнта ĕçленине нимĕн те çитмест. Тар кăларма ÿркенмесен çуралнă кĕтесрех пурнăçа сыпăнтарма пулать, – тет кăмăллăн Г.Никифоров.
Вăл çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен техникăран уйрăлмасть.
А.ГОРШКОВ.