14 декабря 2011 г.
Кашни кунах автостанци витĕр ĕçе çÿренĕ май тăтăшах çамрăксен ушкăнĕ тĕл пулать. Ирхи те, каçхи те вĕсем кĕперленсе тăма, тăвăллăн мĕн те пулин сÿтсе явма кăмăллаççĕ.
– Ĕçмен кун та çук. Киле пырсах ĕçтереççĕ, – тет 15-17 çулхи çамрăк.
– Манăн та урă кун çук. Хăçан чарăнмалла-ши; – тет тепри, сăра кĕленчине уçнă май.
Çамрăксем ĕçкĕ пирки мĕн тери хавхаланса, иртен-çÿренрен вăтанмасăр пуплеççĕ. Темĕнле ырă ĕç тунă тейĕн. Мĕн сăлтавпе тутанаççĕ-ши çав симĕс шĕвеке; Вăхăт ирттерме-ши; Эрех ĕçекенсем çине хĕрсем ытларах пăхаççĕ теççĕ-ши; Е çапла майпа ыттисенчен чăнкăрах пулма тăрăшаççĕ-ши; Тĕлĕнтереççĕ.
С.МИХАЙЛОВА.