14 декабря 2011 г.
«Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси – Правительствăшăн кăна мар, муниципалитет влаç органĕсемшĕн те чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Эпир кăçал республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес енĕпе программа йышăнтăмăр, вăл çĕнĕ производствăсене аталантарассине гарантилеме тивĕç, çав производствăсем вара граждансене ĕçе вырнаçма кăна мар, хăйсен пĕтĕм пултарулăхĕпе пĕлĕвне çемье бюджетне пуянлатма, республика пурнăçне лайăхлатмашкăн ĕçлеме майсем уçаççĕ», – палăртнă ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче, ĕçсĕрлĕхе чакарас ыйту пирки уйрăммăн каланă май.Президент ку кăткăс ыйтăва татса пама малашне те тĕллевлĕ ĕçлеме план тунине ырласа йышăнмалла. Ĕç çуккипе тата тивĕçлĕ шалу тÿлейменнипе çынсем аякра ĕçлесе çÿрени республика аталанăвне те ура хурса пырать. Хамăр районтах акă кашни ялтанах Мускава, Чулхулана, ытти облаçсене ĕç шыраса арçынĕ-хĕрарăмĕ чылаййăн тухса каяççĕ. Тăван тăрăхра чуна килĕшекен тата çемьене тăрантармалăх тÿлекен ĕç пур-тăк, вĕсем ют çĕрте пилĕк авмĕччĕç ĕнтĕ, налукĕсем те республикăрах юлĕччĕç. Пирĕн республикăра газ-нефть евĕр çĕр айĕнчи пурлăх çук, чи хаклă пуянлăх – кунта пурăнакансем. Вĕсем промышленноç предприятийĕсенче ĕçлеççĕ, организаци-учрежденисенче вăй хураççĕ – çапла майпа республика аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ.
Ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе республикăра виçĕ çул тытăмлă ĕçленĕ. Предприятисенче ĕç вырăнĕсене хатĕрлеме, çынсене хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе яма грантсем пама пĕтĕмпе 3 миллиард та 345 миллион тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕн тĕрлĕ тĕсĕпе республикăра кашни виççĕмĕш çын усă курнă.
Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çитес çулсенче татах та хушма мерăсем йышăнма палăртнă. Çавна май çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллев те пурнăçланать.
«Чăваш Ене 2020 çулччен аталантармалли стратегире ку енĕпе тĕрлĕ мерăсем палăртса хăварнă. Переченьре – 403 миллиард ытла тенкĕлĕх 95 инвестици проекчĕ. Пĕр çак сфера кăна, малтанласа палăртнă тăрăх, 35 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ, çав шутра пысăк технологиллĕ производствăсенче – 10 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме май туса парать», – тенĕ Çырура. Республика пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тĕллевсем ĕç вырăнĕсене аталантарма та, сыхласа хăварма та пулăшĕç.
И.ПЕТРОВА.