14 декабря 2011 г.
Элĕкри ача-пăча библиотекинче яланах вулакансем йышлă. Кунта вĕсем пушă вăхăтра кĕнеке кăна вуламаççĕ, вулавăш çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрлекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.
Халĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илес тĕлĕшпе хĕрсех ĕçсем пыраççĕ. Библиотекăна çÿрекен ачасене уяв умĕн кичем ан пултăр тесе «Çĕнĕ çул мыскарисем» курав йĕркеленĕ. Шкулта, ача садĕнче, килте тата праçникре тĕрлĕ вăйă-конкурс, юрă-ташă йĕркелеме пулăшакан кăтарту литературисен куравĕпе килен-каян интересленсе паллашать. Хăвăра кирлине кунта яланах тупма пулать. Килсе курăр, паллашăр.
С.ПОТАПОВА.