АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр фондне йĕркелеççĕ

14 декабря 2011 г.

Кăçалхи ака уйăхĕнче «Раççей Федерацийĕн бюджет кодексне тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федерацин 68-ФЗ номерлĕ саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕ çинчен» саккун проектне туса хатĕрленĕ. «2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен саккун вăя кĕрет.

Çул-йĕр фончĕ вăл – Чăваш Республикинчи регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автоçулсене тытса тăма бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ. Унпа тĕллевлĕ усă курмалла, ку укçана урăх çĕре яма юрамасть. Федерацин автомобиль çулĕсем çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн çул-йĕр ĕçĕсен шутне вĕсене проектласси, çĕнĕрен хăпартасси, юсасси тата асăрхаса-тытса тăрасси кĕреççĕ.

Çул-йĕр фончĕн укçи-тенки çак çăл куçсенчен пухăнать: автобензин, дизель топливин, мотор тата дизель двигателĕн çăвĕсен (Раççейре туса кăлараканнисен) акцизĕсенчен, çавăн пекех ку акцизсемшĕн ЧР бюджетне тÿлесе татман налук штрафĕсенчен; Чăваш Республикинчи автоçулсен пурлăхĕпе усă курнă харпăрлăхран, çул-йĕр çывăхĕнчи патшалăх пурлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене арендăна илнинчен (кунта çул-йĕр сервисĕн объекчĕсем кĕреççĕ); йывăр тиевлĕ автомашинăсем çулсене пăснăшăн тÿленĕ укçаран; çул-йĕр сервисĕн объекчĕсене РФ, ЧР, регион пĕлтерĕшлĕ çулсемпе çыхăнтарма усă курнă тÿлевсенчен; йывăр тиевлĕ автомашинăсем груз турттармалли правилăсене пăснăшăн тÿлекен штрафсенчен; уйрăм çынсем тата юридици сăпатлĕ организацисем çул-йĕр тума, юсама тата тытса тăма хăйсен ирĕкĕпе паракан укçа-тенкĕрен.

Çул-йĕр фончĕн бюджет укçи-тенкине ЧР саккунĕпе çирĕплетеççĕ. 2012 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 1980,1 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Çул-йĕр фондне укçа уйăрмалли йĕркесене ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетет. Хальхи вăхăтра республикăра çак ыйтупа нормăпа право докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика