17 декабря 2011 г.
Районти ЗАГС пайĕ вун пĕр уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. 2011 çулхи кăрлач – чÿк уйăхĕсенче Элĕк районĕнче 184 пепке çуралнине регистрациленĕ. 88 арçын ача, 96 хĕр ача çуралнă. Анлă сарăлнă арçын ача ячĕсем: Ярослав, Дмитрий, Александр; хĕрачасен – Анна, Ульяна, Анастасия. 24 ача тĕлĕшĕпе ашшĕ камне палăртса хут çырнă. 67 çемьере пĕрремĕш пепкесем çуралнă пулсан, 66 çемьене иккĕмĕш «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕнĕ. 32 çемьере виççĕмĕш ача, 7 çемьере – тăваттăмĕш, пиллĕкмĕшсем те 7 çемьере тупăннă.
352 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Мендельсон маршĕ 129 мăшăршăн янăранă. Пĕлтĕрхинчен 15 мăшăр ытларах пĕрлешнĕ. Уйрăлакансен шучĕ те ÿснĕ. 45 мăшăр пĕр-пĕринпе пурăнма хирĕçленине палăртнă.
М.НИКОЛАЕВА.