АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашкăлла ăста вылярĕç

17 декабря 2011 г.

Çак кунсенче районта шашкă юратакансен тăваттăмĕш чемпионачĕ иртрĕ. 42 çын тупăшрĕç.

Район чемпионĕ З.Атюкин (Сурăмварри) пулса тăчĕ. Пĕлтĕрхи чемпион Б.Кириллов (Мăн Выл) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна, аслисемпе тупăшса, Иван Ильдер (Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекен) тивĕçрĕ. Арçынсенчен А.Иванов (райбольница), А.Степанов (Элĕк сали), Н.Николаев аван вылярĕç, анчах малтисен шутне кĕреймерĕç. Хĕр арăмсенчен В.Дмитриева (Элĕк шкулĕ), С.Осипова (Карачура шкулĕ), С.Степанова (ДЮСШ) малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен Иван Ильдер (Мăн Ямаш шкулĕ), Александр Иванов (Элĕк шкулĕ), Эдуард Цветков (Мăн Ямаш шкулĕ) аван вылярĕç. Хĕр ачасенчен Алена Кондратьевăна (Юнтапа шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Йăлкăш шкулĕнче вĕренекен Светлана Ивановăпа Эмилия Павлова тухрĕç.

З.ФЕДОРОВ, ăмăрту судйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика