АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн

17 декабря 2011 г.

Районта «Элĕкъен çамрăкĕсем: 2011-2020 çулсенче» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Элĕк яш-кĕрĕмĕ юпа-чÿк уйăхĕсенче республикăри «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăннă. Райадминистраци пуçлăхĕ ăна хамăр районта ирттерессипе ятарлă йышăну кăларнă.Йăлана кĕнĕ йĕркепе, акци сывлăх урокĕсенчен пуçланнă. Ку уроксем кашни шкултах иртнĕ. Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем вара салтака кайичченхи ÿсĕмри çамрăксен республикăри спартакиадине хутшăннă. Кунта вĕсем çар йĕркиллĕ эстафетăра пулнă, пăшалтан тĕл перессипе ăмăртнă, çăмăл атлетсен чупăвĕнче тупăшнă.

Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекенсем сывă пурнăç йĕркине боксерсен рингĕнче кăтартнă. Ку турнир юпа уйăхĕн 6 – 8-мĕшĕсенче Çĕрпÿ хулинче «Бокс – наркотиксене хирĕç» тĕллевпе иртнĕ. Ăна вăрçăпа ĕç тата спорт ветеранне М.Краснова халалланă. Чăваш Енри, Чулхулапа Самара облаçĕсенчи спортсменсем хушшинче пирĕн районти тĕрлĕ виçесенчи çамрăк кĕрешÿçĕсем 5 приз çĕнсе илнĕ.

«Çамрăксен чи лайăх канашĕ» ятпа районта иртнĕ конкурсра çĕнтерсе, Ехремкассинчи ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ республикăри конкурса хутшăннă.

Акци тапхăрĕнче шкулсемпе вулавăшсенче сывă пурнăç йĕркине халалласа дискуссисем иртнĕ, спорт секцийĕсемпе кружокĕсенче хаваслă стартсем, шашка-шахмат турнирĕсем йĕркеленĕ, футболла, волейболла, баскетболла вылянă.

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ шахматçăсен республикăри çурма финалти вăййисем те чылайлăха асра юлĕç. Чăваш Енри чи вăйлă 39 шахматçă хушшинче Элĕксем иккĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă

Акци вăхăтĕнче чÿк уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче районта волейбол чемпионачĕ иртнĕ. Пьедесталти чи çÿллĕ вырăнта – райпо команди, Тавăт ял тăрăхĕнчи волейболистсем – иккĕмĕшсем, виççĕмĕш вырăнта – Ехремкасси ял тăрăхĕнчи «Авангард» команда. Хĕрарăмсем хушшинче чи маттуррисем – Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи волейболисткăсем, иккĕмĕш вырăнта – Элĕк шкулĕн команди.

Акци тапхăрĕнче «Хĕлхем» спорт комплексне районта пурăнакансем, çав шутра шкул ачисем те йышлăн çÿренĕ. Кунта теннис, баскетбол, волейбол, бадминтон, ирĕклĕ кĕрешÿ, бокс, каратэ, паэурлифтинг, йывăр атлетика, аэробика, тай-бо, шахмат, шашка тата ытти секцисем ĕçлеççĕ. «Хĕлхеме» пынисем кашни секцирех пулма тăрăшнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Акци «Сывă çынна пурте килĕшÿллĕ» агитаципе сцена программисен конкурсĕпе вĕçленнĕ. Вăл Элĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ. Унта шкулсенчи 13 агитбригада хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Вутлан шкулĕнчи «Маттур йăваланчăксем» команда тухнă, иккĕмĕшсем – Элĕк шкулĕнчи «Бригада» ушкăн, виççĕмĕшсем – Чăваш Сурăм шкулĕнчи «Хĕвел ачисем» агитбригада.

Пĕтĕмпе акци тапхăрĕнче районта 307 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 5739 çын хутшăннă.

Л.ИВАНОВА,

вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика