АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн çулне хĕрĕсем такăрлатаççĕ

17 декабря 2011 г.

– Статья çырса килтĕм-ха. Ку хутĕнче шăши чирĕ çинчен. Кăçал кăшлакан çав чĕр чунсем палăрмаллах хушăнни сисĕнет. Çавсене мĕнле пĕтересси пирки те сăмах пырать статьяра, – терĕ ĕç пÿлĕмне кĕнипе пĕрлех сывлăх суннă хыççăн Елизавета Иванова.

Редакци ĕçченĕсемпе нумай çул туслă çыхăну тытать Çĕмĕрлери санитарипе эпидемиологи центрĕн Элĕкри уйрăмĕнче врач-эпидемиолога пулăшаканра ĕçлекен Елизавета Васильевна.

Е.Иванова 1984 çултанпа врач-эпидемиологăн пулăшаканĕнче тăрăшать. Вăл пĕрремĕш категориллĕ специалист.

Пултаруллă хĕр арăм медицина ĕçченĕсен династине тăсакансен йышĕнче пулнине те палăртма кăмăллă. Елизавета Васильевнăн аппăшĕпе йăмăкĕ те медицина сестрисем. Унăн аппăшне Галина Васильевна Леонтьевăна районта нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вăл хирурги уйрăмĕнче нумай çул аслă сестрара пысăк хастарлăх кăтартса ĕçлерĕ, çĕр-шыв наградисене те тивĕçрĕ.

Пĕртăвансенчен чи кĕçĕнни – Людмила Васильевна Капитонова. Диплом илнипе пĕрлех район больницин хирурги уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Халĕ те çавăнтах вăй хурать. Конкурссене хутшăнса « Чи лайăх медицина сестри» ята та тивĕçнĕ. Вăл вунă çул ĕнтĕ чи пысăк категориллĕ специалист шутланать. Унăн Татьянăпа Инна хĕрĕсем те медиксем.

Çапла, пĕртăвансен ĕç династийĕ аталанса, вăй илсех пырать. Пĕр çемьерен тухнă сывлăх ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ виçĕ сыпăка çитни вара ырă тĕслĕх мар-и;

Медицина ĕçченĕсен династине пуçарса яраканĕ Александра Михайловна Прокопьева пулнине асăнмасăр иртеймĕн. Вăл, 1918 çулта Мăн Этменте çуралнăскер, ĕç биографине вун ултă çултах пуçланă. Ялти медицина пунктĕнче санитаркăра тăрăшнă. Çав ĕçпех районти тĕп больницăра та тимленĕ – пурĕ вăтăр çул.

Ятлă-сумлă хĕр арăмăн пархатарлă ĕçне паян хĕрĕсемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.

Е. САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика