АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн тăрăшнăшăн хисеплеççĕ

17 декабря 2011 г.

Михаил Николаевич Степанов Тури Вылă ялĕнче çуралнă. Вăтăр пĕр çулхи çамрăк «Молния» колхоз председателĕнче ĕçлеме пуçланăччĕ. Вăл Çĕмĕрлери вăрман комбиначĕпе туслă çыхăну тытни халĕ те асрах. Кашни кварталтах хуçалăх валли хыр, ăвăс, юман çыртарса илетчĕ. Ку йывăçсемпе строительство ĕçĕсенче анлă усă курнă. Фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕччĕ. Ураскилтпе Тури Вылă ялĕсенче хăтлă складсем çĕкленчĕç. Вăл тăрăшнипе çĕнĕ витесем те хушăнчĕç.Михаил Николаевич çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн те сахал мар вăй хучĕ. Ураскилтре çамрăксен урамне çĕклеме пулăшнăшăн халĕ те ăна тав тăваççĕ. Фермăсенче, машина-трактор паркĕсенче ĕçлекенсене, ытти çамрăк специалистсене хуçалăх вăйĕпе çуртсем лартса пачĕç вĕт. Икĕ хутлă ача сачĕ вара пĕчĕккисемшĕн пысăк парне пулчĕ.

Çурхи ака-суха пыратчĕ-и е вырма – Михаил Степанов уй-хиртен, йĕтемсем çинчен татăлман. Ĕç укçине те ÿстернĕччĕ, вăхăтра паратчĕç. Колхоз председателĕнче кăна мар, тĕп зоотехникра вăй хунă чухне те ырăпа палăрчĕ Михаил Николаевич. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна СССР Аслă Канашĕн депутатне суйласа чыс тунăччĕ. Хальхи вăхăтра вăл Ураскилт ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Михаил Николаевичăн мăшăрне Зоя Михайловнăна епле хурлăн-ха тата; Кусене пĕр-пĕриншĕнех çуралса çитĕннĕ тейĕн. Кил хуçи хĕр арăмĕ нумай çул ялти вулавăшра тимлет. Тури Вылăра кăна мар, районта та малта пыраканнисен шутĕнче вăл. Библиотеки вара чăн-чăн культура центрĕ.

Мăшăрсем çынна пулăшма, ырă сĕнÿ-канаш пама яланах хатĕр. Вĕсем ырă кăмăллă та сăпайлă ашшĕ-амăшĕ те. Пилĕк ачи хăйсемшĕн кăна мар, çĕр-шывшăн та усăллă çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Асли, Сергей, пурнăç çулĕ çине тăнă пулсан, ыттисем, тăваттăшĕ, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕнчех-ха, çемье ăшшине кулленех туйса тăраççĕ. Степановсем хăйсен ырă енĕсене ачисене те парнелеççĕ. Акă хĕрĕ, амăшĕ пекех, юрра-ташша ăста, çекĕлпе çыхма, кĕнеке вулама та юратать. Хĕр ача Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕнче те çĕнтерме пултарнă, диплома тивĕçнĕ. Аня Ксюшăпа Наташа, Даша йăмăкĕсене те вĕренме пулăшать, ĕçе те хăнăхтарать.

Ашшĕ, Михаил Николевич та, ачисен воспитанийĕпе уйрăлми çыхăннă. Палăртнă ĕçе пурнăçлама, тĕллев патне ăнтăлма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентет вăл.

Иртнĕ кунсенче сумлă юбилей пулнă май, сăпайлă кил хуçине – юратнă мăшăрне, ашшĕне, аслашшĕне – Михаил Николаевича кашниех ăшă сăмахсем каласа саламланă.

Ливерий ФЕДОРОВ,

Ураскилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика