21 декабря 2011 г.
Тени ял тăрăхĕнчи ялсенче кăçал 12 ача çуралнă – 7 хĕр ача тата 5 арçын ача. Пилĕк çемьере пĕрремĕш ача, ултă çемьере – иккĕмĕшĕ, пĕр çемьере çиччĕмĕш ача кун çути курчĕç.
Шел пулин те, çынсем вилнĕ пирки 17 акт çырнă. Вăтамран илсен, арçынсем 59 çул, хĕрарăмсем 72 çул пурăнни палăрчĕ.
Тени тăрăхĕнче кăçал сакăр çемье чăмăртанчĕ.
А.ЗАХАРОВА,
Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.