АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа театрпа çыхăнтарасшăн

21 декабря 2011 г.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕ Александр Никифоров нумаях пулмасть салтакран таврăннă. Аса илтеретпĕр, вăл Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех пултарулăхпа палăрнă.

Çичĕ класс пĕтерсен Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕренме пуçланă. Çавăн чухне сцена çинче юрлама-ташлама, шÿт лартма кăмăлланă, жонглер ăсталăхĕпе кăсăкланнă, катушка çинче тăма хăнăхнă.

Лицей хыççăн культура институтне вĕренме кĕнĕ, унта ăсталăха туптанă.

– Театр пурнăçĕпе интересленсех тăнă, спектакльсем курма час-часах çÿренĕ, – терĕ А.Никифоров.

Вăл Çамрăксен театрне тăваттăмĕш курсрах лекнĕ. Институтра ку театрĕн тĕп режиссерĕ Станислав Васильев вĕрентнĕ. Шăпах вăл сцена çине тухма сĕннĕ. Мăн Вылă çамрăкĕ, артист ĕçĕ илĕртнĕрен, хаваспах килĕшнĕ.

Пултаруллăскер театрта чунтан тăрăшнă, кашни роле чĕре витĕр кăларнă. Çар ретне тăма вăхăт çитсен пĕлтĕр кĕркунне салтак тумне тăхăннă. Александр Никифоров Калининград хулинче çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама пуçланă. Чи лайăххи – салтакра та сценăпа сыв пуллашман.

– Çарта тинĕс авиацийĕн оркестрĕнче юрларăм, пысăк параппан, тарелкăсем çапрăм. Концертсене ертсе пытăм, солист пултăм. « Крылья Балтики» вокалпа инструмент ансамблĕнче тăрăшрăм. Концертсемпе Калининград çыннисене савăнтартăмăр. Салтакра пĕтĕмпе виçĕ оркестрта ĕçлерĕм. Пире «матрос» та «летчик» та тетчĕç, мĕншĕн тесен эпир матрос формисемпе çÿреттĕмĕр, пакунсем вара летчикăннисемччĕ. Хĕсметре сценарисем, юрăсем çыртăм. Тăван киле аслă матрос званийĕпе таврăнтăм, – иртнине аса илчĕ А.Никифоров.

Çарта пулнă вăхăтра та Çамрăксен театрĕ пирки манман. Унăн Интернетри сайтне «шĕкĕлчесех» тăнă. Театрта мĕн пулса иртни, мĕнле премьерăна хатĕрленни кăсăклантарнă.

Çамрăкран спектакльти интереслĕ саманта аса илме ыйтрăмăр.

– «Малыш и Карлсон» спектакльте Пелле рольне вылярăм. Халăх умне пĕрремĕш хут тухрăм. Сцена çинче ăнсăртран ÿсĕрме тытăнтăм. Хама алла илтĕм, аран чарăнтăм. Анчах сисетĕп: ÿслĕк каллех тухать. Чаршав хыçне аран çитрĕм вĕт. Унта тăраниччен ÿсĕртĕм вара, – каласа кăтартрĕ А.Никифоров.

Ентеш малашнехи пурнăçне Чăваш Енри Çамрăксен театрĕпе çыхăнтарасшăн. Сăвă-юрă çырас ăсталăха малалла аталантарасшăн. А.Никифоров тĕпелте тăрмашма питĕ кăмăллать. Тутлă апат пĕçерме ăста.

Çамрăк артист пысăк ĕмĕте пурнăçа кĕртесшĕн, мĕншĕн тесен тĕллевсем патне ăнтăлакан йывăрлăхран нихăçан та хăрамасть.

И.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика