АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿсет, чăтать амăшĕн чĕри

21 декабря 2011 г.

Çĕр çине килекен кашни çын телейлĕ пулма çуралать, ырă шухăш-ĕмĕтсемпе пурăнать. Анчах темшĕн-çке телей тени пурин те пĕр пек пулмасть çав. Пĕрисем мĕн ачаранах хуйхă курса çитĕнеççĕ, теприсем вара «ылтăн сăпкара» сиктерĕнеççĕ.

Анатри Юлăшра пурăнакан Юлия Сергеевна Васильева хăйĕн ĕмĕрĕнче чылай нуша курнă.

– Аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕр пулнă эпĕ. Пĕчĕклех тăлăх çитĕннĕ, – пуçларĕ калаçăвне утмăл саккăрти хĕрарăм.

Юлия Сергеевнăн амăшĕ хĕр ача вун икĕ çулта чухнех пурнăçран уйрăлнă. Тăлăха мăнаккăшĕ пăхса çитĕнтернĕ, кÿршĕ районти Йÿçпан ялĕнче ачалăхĕ иртнĕ хĕр ачан. Çамрăк саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан Сталинграда ĕçлеме тухса кайнă. Каялла килнĕ çĕре хĕре никам та кĕтсе илекен пулман. Пĕртен-пĕр çывăх çынни те ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ Юлия Сергеевна хăй çуралса ÿснĕ яла Анатри Юлăша таврăнса çĕнĕ пурнăç пуçланă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Вун çиччĕри хĕр ялти фермăна дояркăна ĕçе кайса кĕнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра тăрăшнă вăл. Кил-çурта çĕнетес, тирпей-илем кĕртес ĕçсене те пĕчченех тума пултарнă. Пĕтĕм йывăрлăха тÿснĕ, чăтнă çамрăк хĕр. Тăрăшуллă та вăр-вар пикене ялти каччă курман мар. Петр Васильев хĕре те пĕрре курсах килĕштернĕ. Хăй те хуçалăхра ĕçлекенскер ĕçчен хĕре вăрттăн сăнанă. 1966 çулта вара Петр Васильевич Юльăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Анатри Юлăшра çĕнĕ çемье чăмăртаннă.

– Мăшăрпа иксĕмĕр сакăр ачана кун çути парнелерĕмĕр. Шел пулин те, Петĕр вăхăтсăр пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, – пĕлтерчĕ нумай ача амăшĕ.

Юлия Сергеевнăпа Петр Васильевич пĕрле çирĕм тăватă çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра ăшă сăмахсемпе йăпатса, пĕр чĕлхерен пурăннă. Ферма сукмакне те пĕрлех такăрлатнă Васильевсем. Кил хуçи арçынĕ конюхра нумай çул ĕçленĕ.

Халĕ Юлия Сергеевна килĕнче Ваня тата Саша ывăлĕсемпе пурăнать. Авланман-ха вĕсем. Амăшĕ кинсем кĕртме ĕмĕтленет. Хĕрĕсем вара тахçанах амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă, качча кайнă. Юлия Сергеевна хăйĕн пурнăçĕнче миçе виле пытарман-ши; Тÿсет, чăтать амăшĕн чĕри. 2000 çулта Алеша ывăлĕ аваринче вăхăтсăр вилет. Мĕн пур вăя пухса малалла талпăннă хĕрарăм. Анчах тăхăр çултан тепĕр инкек çитет вĕсен çемйине. Вася ывăлĕ пÿртре газ сĕрĕмĕпе чыхăнса пурнăçран уйрăлать.

Юлия Сергеевна Васильевăн пурнăçĕ çăмăлах килмен пулин те, пуçа уснине каламарĕ. Йывăр чухне тăван ашшĕ-амăшĕн килĕ çĕнĕ вăй кĕртнине, унта хуйхă манăçнине те çирĕплетрĕ. Çичĕ теçеткене çывхаракан амăшне тĕпренчĕкĕсем пулăшса, ăшă сăмах каласа тăраççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. Акă нумаях пулмасть Васильевсем кирпĕч çурт çĕклесе лартнă.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика