АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем халăх юррине юратаççĕ

24 декабря 2011 г.

Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче чăваш халăх юррисене юрлакан ачасен «Сентти» ятлă республикăри виççĕмĕш конкурсĕ иртнĕ. Программăра чăвашсен икĕ халăх юррине юрласси пулнă, вĕсенчен пĕрне – музыка инструменчĕпе хавхалантармасăр. Элĕкри культăрупа кану центрĕ конкурса Вутлан тата Мăн Вылă шкулĕсенче 6-мĕш класра вĕренекен Снежана Александровăпа София Ивановăна янă. Хĕр ачасем иккĕшĕ те лайăх юрласа кăтартнă. «Вырăнти юрă йĕркисене упранăшăн» номинацире Снежана диплома тивĕçнĕ, София вара 3-мĕш степеньлĕ диплом лауреачĕ пулса тăнă. Тăхтавсенче училищĕри фольклор уйрăмĕн студенчĕсем концертсем кăтартнă. Вĕсен ушкăнĕнче пирĕн ентешсем – Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Анна Решетникова, Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анастасия Александрова тата Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Людмила Засыпкина юрланине те итлеме кăмăллă пулнă. Конкурсанткăсен ертÿçине Владимир Терентьева «Чи лайăх концертмейстер» дипломпа чысланă.

Г.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика