24 декабря 2011 г.
Чун-чĕреллĕ çĕр ĕçченĕсен хĕл кунĕсенче те канăç çук. Çитес çулхи çур аки валли вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлеççĕ вĕсем.
«Правда» общество ĕçченĕсем акмалли тĕш тырă культурисене çителĕклех – 1890 центнер хывса хăварнă. Пĕтĕмпех тĕрĕслеттерме те ĕлкĕрчĕç. Хăш-пĕр культурăсем ака стандартне ларайманни палăрчĕ. Хуçалăхра ку енĕпе çитменлĕхсене пĕтерессишĕн çине тăрсах тăрăшрĕç. Вăрлăха аласа тасатассине тепĕр хут йĕркелерĕç. Халĕ ку ĕç вĕçленсе те пырать. Алексей Быков кладовщик уйрăмах пуçарулăх кăтартса ĕçлет.
«Новый путь», «Звезда», «Авангард» хуçалăхсен йĕтемĕсем çинче те ĕç шавĕ тăрать. «Рабия» обществăра вăрлăх 1123 центнер янтăланă. Сĕлĕ 380 центнер таса, шăтаслăхĕ те лайăх пулни курăнчĕ.
Çитес çул акма хуçалăхсене пурĕ 19500 центнер вăрлăх кирлĕ. Ку культурăсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе кондицилли 3232 центнер (17 процент) кăна пулни палăрчĕ.
Л.АНДРЕЕВА,
РФ ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн специалисчĕ.