АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулар

24 декабря 2011 г.

Çул урлă каçакансене тата çуран çÿрекенсене ятарлă правилăсене пăхăнма тата тимлĕхпе асăрханулăха ÿстерме хăнăхтарас тĕллевпе «Çуран çÿрекен – çул урлă каçмалли вырăн» рейд декабрĕн 9-мĕшĕнче ирттертĕмĕр. Ачасене çул çинче тимлĕ пулма тата правилăсене пăсмасăр çÿреме вĕрентес тĕллевпе «Ачасем» рейд декабрĕн 15-мĕшĕнче пулчĕ. Çавăн чухне шкулсенче ку енĕпе ятарлă профилактика кунĕ иртрĕ. «Çул çинчи паллă» рейд та çавăн пекех инкексен шутне чакарасса шанатпăр. Ăна декабрĕн 16-мĕшĕнче йĕркелерĕмĕр.

Пассажирсене турттаракан водительсен те çул çинче тимлĕрен те тимлĕрех пулмалла. Çула тухас умĕн автобуссене тĕрĕслесе йĕркесĕрлĕхсене пĕтерсен тин çул çинче инкекрен хăтăлма пулать. Çирĕп правилăна пăхăнса çÿремелле автобус водителĕсен. Раштавăн 22-мĕшĕнче çавăнпа та «Автобус» рейд ирттерессине плана кĕртрĕмĕр.

Юлашки вăхăтра ÿсĕр водительсене тытса чарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çул çине «хаяррине» сыпнă хыççăн тухни инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакна яланах асра тытмалла. Декабрĕн 23-мĕшĕнче «Ÿсĕр водитель» рейд ирттертĕмĕр. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн аллине ÿсĕрле çакланнисен штраф тÿлеме тиврĕ.

Г. КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика