АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем хастарлăхпа палăрчĕç

24 декабря 2011 г.

Раштавăн 17-18-мĕшĕсенче Хусанта Раççей, Беларусь, Украина, Мускав, Санкт-Петербург, Тутарстан çăмăл атлетика ветеранĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Раççей команди йышĕнче пирĕн республикăри спорт ветеранĕсем те хастарлăхпа палăрчĕç. Хăйсен ÿсĕмĕсенче (пиллĕкшер çулăн шутланипе) Шупашкар каччисем (çаплах калăпăр) Константин Миронов 60 метра чупассипе иккĕмĕш, 400 метрта пĕрремĕш, Константин Муллин 60 метрта иккĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Патăръел каччи Сергей Васильев 1500 тата 1300 метрсене чупса хисеп пусмин иккĕмĕш картлашкине, Канаш ачи Александр Марков çав инçĕшсенчех вăй виçсе виççĕмĕш пусăма хăпарчĕ.

Эпĕ 3000 метра спорт мелĕпе утассипе 75 çулхисен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм.

Ăмăртăва хатĕрленессипе чылай çул каялла пирĕн республикăн уçă марафон чупăвĕнче çĕнтернĕ Махмут Шакиров нумай вăй хуни курăнчĕ.

2012 çулта Раççей çăмăл атлетика ветеранĕсен çуллахи чемпионачĕ календарьпе Шупашкарта пулмалла. Унччен хамăрăн çăмăл атлетсен тĕл пулăвне йĕркелесе вăй виçсен аванччĕ.

Никита ЛАРИОНОВ,

Элĕк сали.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика