24 декабря 2011 г.
В.Путин, РФ Правительствин Председателĕ:
«Пирĕн пурин те питĕ яваплă пулса тăмалла, кăна эпĕ парти енĕпе калатăп. Çавăнпа та эпĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» ертÿçисем, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» лидерĕсем, иртнĕ суйлаври парти списокĕнчи лидерсем пурте «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем пулмалла, тесе шутлатăп. Çавăн пек чухне кăна пирĕн çĕр-шыв гражданĕсем парти вăл сасăлав машини е вăл тата ку чиновник пурнăçĕнчи карьера картлашки маррине чăннипех ĕненĕç. Парти членĕсен унпа тачă çыхăнмалла, вĕсен çынсен интересĕсемпе пурăнмалла, вăл е ку мероприятие ячĕшĕн хутшăннипе мар, партин мĕнпур пуçарăвĕсенче хастарлăх кăтартмалла, хăйсен пĕтĕм шанăçĕпе тĕллевĕсене партипе çыхăнтармалла. Шанăç кăна мар, вĕсен пĕтĕм политика шухăшĕсене партипе пайламалла. Парти çÿлелле çĕкленет – пурне те лайăх, енчен те парти анма пуçларĕ – пĕтĕм политика яваплăхĕ пурин çине те тиенет: ертÿçĕсем çине те, парти членĕсем çине те. Çапла майпа çеç парти чăннипех çирĕп вăй пулса тăрать. Шансах тăратăп: шăпах çакăнта пулать те пирĕн малашнехи çĕнтерÿсен тĕп условийĕ».