АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕлĕнтермĕш шашкă» пуçтарчĕ

28 декабря 2011 г.

Шкул ачисен республикăри 14-мĕш Спартакиадине хатĕрленнĕ май районта 14 çула çитменнисем хушшинче шашкăлла выляс енĕпе ăмăртусем иртрĕç. «Хĕлхем» спорткомплексра 10 шкултан 39 ача тупăшрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре Мăн Ямаш шкулĕнчи çамрăк шашкăçсем юлашки вăйăра юнтапасене çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшсем – юнтапасем, виççĕмĕшсем йăлкăшсем пулчĕç. Арçын ачасенчен Иван Ильдера (Мăн Ямаш) çитекенни пулмарĕ, Кирилл Лукин (Юнтапа) иккĕмĕш вырăн, Дмитрий Толстов (Мăн Вылă) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Хĕр ачасенчен Алина Кондратьева (Юнтапа), Нина Порфирьева (Элĕк), Арина Никифорова (Йăлкăш) малти вырăнсенче пулчĕç.

Мăнямашсем пĕлтĕр республикăри «Тĕлĕнтермĕш шашка» ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

З.ФЕДОРОВ,

ăмăрту судьи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика