АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туйман – пушар кăларнă

28 декабря 2011 г.

Вут-кăварпа асăрханусăр пулса ют пурлăха пĕтернĕ çынна явап тыттарнă.

Элĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн мировой сучĕн 2011 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнчи приговорĕпе С.Н.Бабушкина РФ Уголовнăй Кодексĕн 168-мĕш статйипе килĕшÿллĕн преступлени туса айăпа кĕнĕ тесе йышăннă. Урăхла каласан, вăл, вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе, пысăк калапăшлă ют пурлăха пĕтернĕ.

Тĕпчев органĕсем С.Н.Бабушкин гражданин пирки çакна палăртнă: вăл кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн Шуркасси ялĕнчи ĕне выльăх самăртмалли арочнăй витен хушма çуртĕнче 21-23 сехетсенче ÿсĕр пулнă, темиçе хутчен те чĕлĕм (сигарет) туртнă. Сигарет тĕпĕсене йĕркеллĕ сÿнтермен. Мăкăрланса выртнă чĕлĕмрен матраса, çунакан тата ытти материалсене çулăм тивсе илнĕ. Çапла вара хушма çуртра пушар тухнă. Вут-çулăм, вăй илсе пырса, арочнăй витене куçнă. С.Н.Бабушкин пушара çийĕнчех сÿнтерессипе мерăсем йышăнман. Фермăра вут-çулăм алхаснипе хуçалăх 997191 тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Çамрăк ĕне выльăхсем кăна 44 пуç çунса кайнă.

Суд С.Н.Бабушкина пĕр çулталăк ĕçлесе юсанма приговор кăларчĕ. Ĕç укçин 10 процентне патшалăх тупăшĕ валли тытса юлмалла пулĕ. Айăпланаканăн тавăçне пĕтĕмпех тивĕçтернĕ.

В.ШОРКИН,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика