30 декабря 2011 г.
Тени ял тăрăхĕн администрацийĕнче Татьяна Васильева çулталăк каялла çеç ĕçлеме пуçланă. Тÿрех тăрăшулăхпа палăрнă çамрăксемпе ĕçлекен специалист. Кулленхи мероприятисенче хутшăнма ялти çамрăксене явăçтарать.
Т.Васильева 1985 çулта çуралнă. Тени шкулĕнчен вĕренсе тухсан 2002 çулта Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне çул тытнă. Бухгалтер-экономист дипломне алла илнĕ. Тени ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлеме пуçличченех вăл пĕр çул лавккара тимленĕ. Халĕ акă чăн-чăн специалист. Татьянăпа Николай Васильевсем икĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те вырăнта ĕçлесе тупăш тăваççĕ. Кармал ялĕнче тĕпленнĕ çамрăксем.
Татьяна Николаевна тăтăшах профилактика канашĕпе пĕрле рейдсене тухать. Йывăр çемьесене куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсемпе килĕрен çÿресе калаçусеем ирттереççĕ. Тени ял тăрăхĕнче 6 йывăр çемье шутланать. Кашнинпех тĕплĕн ĕçлеме тивет.
Ялти çамрăксем нумайăшĕ хресчен-фермерсем патĕнче вăй хураççĕ. Тенири çамрăксен канашĕ хăйĕн ĕçне активлă, лайăх йĕркеленĕ. Чи пултаруллă çамрăксен шутне Капитоновсене кĕртме пулать. Вĕсем палăртнă кашни мероприятисемпе ăмăртусене тăрăшса хутшăнаççĕ. Çамрăксене хавхалантарма премисем параççĕ. Тени ял тăрăхĕнче Элĕк район пуçлăхĕн администрацийĕн стипендине тивĕçнисем те пур. Кусем – Александр Федоров (Смородино) тата Анатолий Капитонов (Кармал). Иккĕшĕ те темиçе çул хресчен-фермер патĕнче татăлмасăр ĕçлеççĕ.
Ку тăрăхра çамрăк çемьесем чылай. Хĕрсемпе каччăсем пĕрлешни уйрăмах савăнтарать. Кăçал Тени ял тăрăхĕнче сахал мар туй кĕрленĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, вĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсни сисĕнет.
Çамрăксем ялта ĕçсĕрлĕх тыткăнне кĕрсе ÿкесрен шикленет Т.Васильева. Вĕсенчен нумайăшĕ хула пурнăçне суйлани чунра тарăн йĕр хăварать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.