30 декабря 2011 г.
Яланхи пекех çав кун ирех, çутăлма пуçласанах вăрантăм. Арăм çумĕнчен, ăна вăратмасăр, тăтăм та кил хушшине тухрăм, шăмшака хускаткаласа, çемçеткелесе илнĕ хыççăн пуртăпа ал-пăчки йăтса пахчана тухрăм. Лайăхрах сăнаса пăхнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: улмуççине тÿрех тĕпрен касса ярсан, вăл çывăхри сарай е çамрăк йывăç тĕмĕсем çине ÿксе çĕмĕрме пултарать. Малтанах улмуççи тăррине хăпарса пысăк тураттисене касса антарма шутларăм. Пусма йăтса пытăм, алла пуртăпа пăчкă тытса, пусмаран та çÿлерех хăпартăм, селĕм туратсене пĕрин хыççăн теприне касса ÿкерме тытăнтăм.
«Юлашки пысăк турат çеç юлчĕ. Кăна çĕнтеретĕпех», – тесе, ăна сылтăм алăри пуртăпа качлаттарма пуçларăм. Ку турат вара ниепле те парăнасшăн пулмарĕ. Турат çинче хăраса, чĕтрекелесе ларатăп, ÿкесрен асăрханса тепĕр аллипе те çак туратранах тытнă. Çапах пĕчĕккĕн турпасĕ сирпĕнкелет. Тепре пуртăпа вăйлăрах сулса ярсан, сиссе те юлаймарăм, туратти мĕнĕпех аялалла персе антăм. «Пĕтрĕ пурнăç!» – вĕлтлетсе илчĕ шухăш. Çак самантрах эпĕ такамăн çемçе аллине лекрĕм. Хамăн арăм, Надя пулчĕ. Куратăп: ун пичĕ çинче куççуль тумламĕсем. Çапах та вăл мана ыталать, чуп тăвать, ятласа та илет.
Кĕçех кÿршĕсем те, Ольгăпа Маруç, чупса çитрĕç. Хăйсем хашкаса сывлаççĕ, мана ятлама тытăнчĕç:
– Эх, ват супнă, çывăрасчĕ тĕлĕк курса. Сирнешкел валли мар вăл çÿлте турат касасси, – тата тем те пĕр каласа мана тăн кĕртеççĕ.
Паллă пулчĕ: эпĕ хам хăпарса ларнă турата каснă иккен. Турачĕ ÿкиччен çатăртатма тытăннă. Анчах вăл сасса, хамăн хăлха çивĕчех маррипе, эпĕ илтмен. Ку сасă çывăракан юратнă арăм хăлхине пырса кĕнĕ, ăна ыйхăран вăратнă. Вăл вара хăвăрт сиксе тăрса тăхăнать те, улмуççи патне çитсе мана вилĕмрен çăлса хăварать.
Халь шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: мĕнле-ха вăл, самай йывăр кĕлеткеллĕскер, тÿшек çинчен тăрса, тумланса, пÿртрен тухса, виçĕ алăк уçса-хупса, сарай хыçне çитсе мана çăлма ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах тĕлĕнмеллиех те çук пуль – юрату вăл мĕн тĕрлĕ кăна тĕлĕнтермĕш тумасть.
Каярахпа çав улмуççине тымарĕ мĕнĕпех тăпăлтарса тирпейлерĕмĕр-тирпейлерĕмĕрех.
В.ИВАНОВ.