АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив туслă – ĕç те ăнăçуллă

11 января 2012 г.

Ĕç вăхăчĕ пуçланнă çеç-ха Тавăтри çыхăну уйрăмĕнче. Çын вара татăлма та пĕлмест. Пĕрин газшăн е электричествăшăн укçа тÿлемелле, теприн кĕсьене чиксе çÿремелли телефон çине укçа хумалла е тата ытти çĕре куçарса памалла.

– Уявсемпе саламлама хитре открыткăсем пăхăр-ха. Конверт кирлĕ мар-и е тата мĕн те пулин; – тесе ыйтрĕ пĕр хĕрарăмран нумай çул кунта заведующийĕнче ĕçлекен Инга Порфирьева.

Çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар. Коллективра икĕ почтальон – Валентина Агафоновăпа Ольга Герасимова тăрăхри ялсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Почтальонкăсен тата çыхăну уйрăмĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлне Инга Станиславовна йĕркелесе пырать те ĕнтĕ. Тавăтри çыхăну уйрăмĕнче вăл 1999 çултанпах вăй хурать. «Малтанах хаçат сутнă-валеçнĕ çĕрте, кайран почтальонсене е кунта ĕçлекенсене улăштаркалаттăм, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн почта ĕçне хăнăхкаласа пыраттăм, – аса илÿ çăмхине сÿтме пуçларĕ çамрăк ертÿçĕ.

Вăл хăйĕн ĕçне тăрăшса, эффективлă пурнăçлать. Çынсемпе те тарават.

Инга Тавăт шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти çыхăну техникумне çул тытнă. Унта алла диплом илсен яла таврăннă. Тÿрех ĕç вырăнĕ те тупăннă унăн.

Шураç хĕрĕ 1999 çулта хăйĕн кÿршĕ каччипех çемье çавăрать. Çамрăксем тăван ялĕнчех тĕпленеççĕ. Николай Алексеевичпа иккĕшĕ халĕ икĕ ача – хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ. Таня Тавăт шкулĕнче пиллĕкмĕш класра вĕренет. «Пиллĕк» паллăсемпе çеç савăнтарать çывăх çыннисене. Отличница пулнă май вăл районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене те час-часах хутшăнать. Кĕçĕнни – Кирилл иккĕре кăна-ха. Килте асламăшĕпе ларать вăл. Ингăн мăшăрĕ райпора водительте ĕçлет.

Почтăра коллектив пысăк мар терĕмĕр. Кунĕн-çĕрĕн икĕ почтальонка кашнин патне хаçат-журнал илсе çитерме тăрăшаççĕ. Валентина Николаевна Агафоновăн участокĕ Тавăт, Хитекушкăнь тата Хуравар ялĕсем. Чи пысăк участок Ольга Юрьевна Герасимовăн. Вăл Шураç, Шăлан, Писер, Павлушкăнь ялĕсемшĕн яваплă. Хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ. Пенси укçи илекен ватăсемпе пĕрлех ытти ял çыннисене те тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ.

Çыру çырас йăла халь кăшт пăрахăçланчĕ. Çакăн çине, паллах, карас телефонĕсемпе усă курни витĕм кÿрет. Пысăк уявсенче кăна салам открыткисем, посылкăсем яркалаççĕ. Çав вăхăтрах интернетпа усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Çак тĕллевпе кунта 3-4 çул каялла пĕр кĕтесре икĕ компьютер вырнаçтарнă. Шкул ачисемпе пĕрлех вĕрентекенсем те, ытти ял çыннисем те çыхăну уйрăмне кирлĕ информаци пуçтарма тăтăшах килсе çÿреççĕ. Сăн ÿкерчĕксене çаптарса кăларас шутлисем те ялта сахал мар.

Туслă коллективра ĕç те аванах йĕркеленсе пырать. Çавна май ял çыннисене хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе çырăну тапхăрĕнче ăнăçлă ирттереççĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика