11 января 2012 г.
Канăçсăр професси çыннисем. Сахал мар вĕсем. Сывлăх ĕçченĕсене, сăмахран, епле лăпкисен шутне кĕртĕн. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса, пысăк та пархатарлă ĕç тăваççĕ вĕсем. Кусем çине яланах пысăк шанăç. Йывăр чирлин уйрăмах ăçта кайса кĕрес-ха; Шурă халатлă ĕçчен тивĕçлĕ пулăшу парасса, хăйне çăмăллăх пуласса кĕтет вăл. Ун пек чухне, врач хушнине пурнăçласа, ырми-канми тимлекен сестрасем уйрăмах куç умне тухса тăраççĕ. Паллах, йышлăн вĕсем. Чылайăшĕ тав сăмахне тивĕçлĕ. Манăн районти тĕп больницăра вăй хунă Лидия Егорова çинче уйрăмах чарăнса тăрас килет.
Çын пуласси ачаран паллă тенине хирĕçлеймĕн. Лида ыррипе кăна палăратчĕ. Элĕкри вăтам шкулта тăрăшса вĕренчĕ вăл, спортпа туслăччĕ. Пултаруллă хĕр ача сакăр класа пĕтернĕ хыççăнах професси илме шутларĕ. Канашри медицина училищине çăмăллăнах кĕме пултарчĕ. Студент пурнăçĕ те ăнăçлă иртрĕ. Асамат хĕрĕ, диплом илсен, аякра ĕçлесе пăхрĕ. Анчах тăван кĕтесех илĕртрĕ ăна. Ун чухне тата, вăтăр çул каялла, районти тĕп больницăра сестрасем çитсех пыман. Кунта çамрăк специалиста хаваспах йышăнаççĕ. Яваплă участока – операци сестрине яма та шанаççĕ. Хирургсемпе юнашар ĕçлесси мĕн тери ответлă. Çын шăпине татса панă çĕрте унăн тÿпи те пур вĕт. Тивĕçе ăнланса ĕçлесе ăсталăхĕ те куллен туптанать Лидия Егоровăн. Вăл хирурги уйрăмĕнче чи пултаруллисен йышĕнче пулать. Чи пысăк категориллĕ сестра пулса тăрать.
Чыспа хисеп хăйсем тĕллĕн килмеççĕ. Вĕсене çĕнсе илме те çăмăл мар. Черетлĕ дежурствăри Лидия Сергеевна ĕçĕ вара пĕр ĕçри юлташĕсене, чирлисене те килĕшнĕ. Сăпайлăхĕ çăлкуç пекех тапса тăратчĕ унра. Çамрăк сестрасене яланах ырă сĕнÿсем, канашсем паратчĕ. Чирлисене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахсемпе те сиплетчĕ.
– Çын сывлăхĕшĕн тăрăшасси чăннипех те яваплă. Сывалнă çынпа пĕрле савăнатăн. Йывăртараххисемшĕн тăрăшса канăçа çухататăн. Тепĕр чухне хăвна вилсе чĕрĕлнĕ пек туятăн, – каласа пачĕ иртнине аса илсе сывлăх хуралĕнче вăтăр çул тăнă Лидия Сергеевна ĕç ветеранĕ.
Чун-чĕреллĕ хĕрарăм халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Юратнă мăшăрĕпе Алексей Сергеевичпа Урмай ялĕнче пурăнать. Ытарми кил-çурт çавăрнă вĕсем, тулăх пурнăç тунă. Сергей ывăлĕпе Алена хĕрне пурнăç çулĕ çине çирĕпех тăма пулăшнă. Ывăлĕпе хĕрĕ çемьеллĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ Егоровсем.
Елена ТИМОФЕЕВА.