11 января 2012 г.
Кашниех хăна-вĕрле пухса савăнма кăмăллать. Тус-тăван, ял-йыш пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни лайăх-ха. Анчах хăнара эрех-сăра виçине пĕлместпĕр-çке, ураран ÿкиччен ĕçме пултаратпăр, çывăх çынсемпе пĕрле пухăнсан чуна витерекен юрăсем шăрантармастпăр, чăваш ташшине пĕлместпĕр. Купăс сасси те илтĕнмест. Ăна магнитофонсем улăштарчĕç. Чĕннĕ хăна алăк урати урлă ярса пуссанах кил хуçисем вĕткеленме тытăнаççĕ, эрех-сăрапа сăйлама пикенеççĕ. Вĕсен кăмăлне ытараймасăр килнĕ çын черкке хыççăн черкке пушатать. Хĕрсе пыракан хăнасем вырăс юррисене тăсса яраççĕ. Сăмахĕсене пĕлмесен те ĕнĕрлеççĕ. Чăвашла юрăсем вĕсен асне те килмеççĕ. Арçынсем тепĕр пÿлĕме картла выляма пухăнаççĕ. Хăнара мар, хурал пÿртĕнче тейĕн: ахăраççĕ, янăраççĕ...
Хальхи вăхăтра пĕр çын та чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса ĕçкĕ-çикĕ ирттермест. Хăна пухни – эрех-сăра ĕçме пухăнни. Юрласа-ташласа савăнасси асра та çук. Çамрăк ăру чăваш халăх юрри-ташшине, такмакĕсене пĕлмест. Ялта пурăнакан чăвашсем те уявсене вырăсла ирттереççĕ. Ламран лама куçса пыма тивĕç йăла-йĕрке сисĕнмесĕрех манăçать. Акă, сăмахран, туйра, çĕнĕ хăтара хĕрарăмсем чăваш тумне тăхăнмаççĕ. Аркăллă кĕпесем, тĕрĕллĕ тутăрсемпе саппунсем вĕсен шкапĕсенче юлман та. Пин-пин юрăллă чăваш çĕрĕнче пурăнакансем тăван чĕлхепе юрлама пĕлменни шухăша ярать. Алă çупса такмаклама, ура хуçса ташлама пĕлекенсем те сахаллансах пыраççĕ. Ваттисем çак пуянлăха упраса хăварассишĕн тăрăшмаççĕ-ши е çамрăксен кăмăл туртăмĕ çук-ши;
А.МИХАЙЛОВ.