АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурхурирен Кăшарни таран

14 января 2012 г.

Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Сурхурирен Кăшарни таран» ятпа 2-5 классенче вĕренекенсем валли пĕлÿ кÿрекен вăйă иртрĕ.

Ачасем юмахсен тĕнчинче пĕр самантлăха пулса курчĕç. Унти сăнарсене аса илчĕç, çавăн пекех юмахсен авторĕсем пирки каласа пачĕç. С.Потапова библиотекарь вара уявсен йăли-йĕркисем çинче чарăнса тăчĕ. Сурхури вăхăтĕнче юмăç янине, Кăшарнире шыва кĕнине каларĕ.

Библиотекăн вулав залĕнче шкулта вĕренекенсем илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесене алла тытрĕç. Страницăсене уçнă май нумай çĕннине пĕлчĕç.

Мероприяти вĕçĕнче ачасем мультфильмсем пăхрĕç. Пĕр сăмахпа, библиотекăра пурне те интереслĕ пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика