АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисем йĕлтĕр çине тăчĕç

14 января 2012 г.

РФ спорт министерстви Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнхи кану кунĕсенче Пĕтĕм Раççейре спортпа сывлăх вунă кунлăхне ирттерме палăртнă. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан çемьесен хушшинче ăмăрту йĕркелеме йышăннă. Кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи стадионта спортпа туслă çемьесем пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсен эстафети 400, 800, 1500 метртан тăчĕ.

10 çул тултарман пепкеллĕ мăшăрсен йышĕнче Элĕкри Лазаревсене çитекенни пулмарĕ. Кĕçĕн Тăванти Ивановсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Элĕкри Ивановсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çемье ăмăртăвĕ кашнине савăк кăмăл парнелерĕ.

К. ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика